Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Мускав районӗ

Пӑтӑрмахсем Эдурад Дидиченко журналист
Эдурад Дидиченко журналист

Эдуард Дидиченко журналиста вӗлерни пирки эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Пустуй сӑмах мар-ши тесе шикленнӗрен малтанласа ку хыпара электрон МИХсем, ҫав шутра эпир те, асӑрханса хыпарларӗҫ. Инкекӗ, аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче каҫхи ҫакӑр сехет ӗлӗнче пулнӑччӗ. 49 ҫулти журналиста унран виҫӗ ҫул кӗҫӗнрех мӑшӑрӗ (харкашу самантӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ) мӑй тӗлӗнчен темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ, сурана пула арҫын ҫавӑнтах вилнӗ тесе каланӑччӗ.

Шупашкарти Мускав район сучӗ Дидиченко арӑмӗ тӗлӗшпе айӑплав кӑларни пирки республика прокуратури пӗлтерет. Унта каланӑ тӑрӑх, мӑшӑр пӗрле эрех ӗҫнӗ. Харкашса кайнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна аллипе ҫапкаласа илнӗ, унтан какай вакламалли вилкӑпа мӑйӗнчен пӗр хутчен тирнӗ.

Пӗрремӗш инстанцири суд хӗрарӑма ҫичӗ ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупмалла тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗмен-ха.

 

Персона

Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакан Нина Трофимова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫак ятпа ӑна Мускав район администрацийӗн ӗҫченӗсем саламланӑ.

Нина Михайловна ҫулне кура мар хӑйне лайӑх туять. Ун патне ачисем, мӑнукӗсем, тӑванӗсем килсех ҫӳреҫҫӗ. Нина Михайловна Куславкка районӗнчи Куснарпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрнарти ветеринари техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра фельдшерта ӗҫленӗ.

Нина Михайловна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Тимофей Трофимовпа ҫемье ҫавӑрнӑ, вӗсем Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Трофимовсем 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Шупашкарта Нина Михайловна ҫӑкӑр савутне ӗҫе вырнаҫнӑ. 64 ҫул тултарсан вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80758
 

Хулара

Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти ачалӑха сыхлакан уйрӑмӑн «хӗрӳ лини» телефонӗ ҫине 19 шӑнкӑрав килнӗ. Кусем 25 ачана пырса тивнӗ.

Сисчӗвленнӗ ҫынсем ҫак телефонпа шӑнкӑравласа аслисем ачисене тивӗҫлипе воспитани паманни, хӑйсене хаяррӑн тытни пирки каласа панӑ. Паллах, ведомство айккинче юлман, вырӑна ҫитсе тӗрӗслене.

Шупашкарти Мускав районӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 6 ҫемьене шута илнӗ. 5 ачана медицина учрежденине сипленме янӑ. 1 шӑпӑрлана опекӑна илнӗ, 2 ачана социаллӑ реабилитаци центрне вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫемьене сыхласа хӑварас тӗллевпе ӗҫченсем 22 ашшӗ-амӑшӗпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, 19 шӑнкӑравран 9-шӗ Шупашкарта пурӑнакансенчен пулнӑ. Кунсӑр пуҫне йӗрке хуралҫисем (2), управляющи компанийӗсем (2), медицина учрежденийӗсем (3) ачасем йывӑрлӑхра пулнине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

 

Сывлӑх

Утӑ уйӑхӗн 21–22-мӗшӗсенче Шупашкарти Мускав районӗнчи Лебедев тата Кривов, Павлов мичман урамӗсенче «Сывлӑх ташши» уяв иртнӗ. Ӑна Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев, 29-мӗш патриот клубӗн ертӳҫи Дмитрий Разин йӗркеленӗ.

Унтах чи хастар ҫынсене, нумай хваттерлӗ ҫуртсен председателӗсене чысланӑ. Хисеплӗ хӑнасем картишри чи хастар ҫынсене те палӑртнӑ. вӗсем депутат аллинчен тав хучӗсем илнӗ.

«Сывлӑх ташшине» 59-мӗш шкулти хореограф Инга Громова ирттернӗ. Ачасем картана тӑрса чӑваш кӗввине итленӗ май ташланӑ. Ача нумай пухӑннӑ. Пултаруллисем юрӑсемпе ташӑсем хатӗрленӗ. Спорт енӗпе те ӑмӑртусем иртнӗ.

Лебедев тата Кривов урамӗсенче пурӑнакансем валли казах юррисен «Вольница» ансамблӗ юрланӑ. Уявра юн пусӑмне тӗрӗслеме, сывлӑха тӗрӗслеттерме май пулнӑ.

 

Хулара

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта тӑлӑх ачасене ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене панӑ. 15 тӑлӑх Сад микрорайонӗнчи хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнма тытӑнӗҫ.

5 ача — Шупашкарти Мускав районӗнчен. Ытти икӗ районти ачасене те уҫӑсем паян панӑ. Анчах уҫӑ илсенех кашниех ҫӗнӗ хваттере тӳрех пурӑнма куҫаймасть.

Паян вара Мускав районӗнчи тепӗр 22 ҫамрӑка ҫӗнӗ хваттерте пурӑнмашкӑн уҫӑ тыттарнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн маттурӗсем юрласа ташланӑ.

 

Хулара

Шупашкар администрацийӗн ӗҫченӗсем лавккасене рейда тухнӑ. Иккӗшӗнче вӗсем алкоголь энергетикне сутнине асӑрханӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть, утӑн 1-мӗшӗнчен, Чӑваш Енре ку шӗвеке сутма чарнӑ. Анчах «Магнит» тата «Санар» лавккасем ҫакна уяман курӑнать.

Шупашкарти Мускав районӗнчи тӑхӑр лавккана тӗрӗсленӗ. Энтузиастсен урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Магнит» тата Матэ Залка урамӗнчи 11-мӗш ҫуртри «Санар» «Jaguar original» энергетик сутнӑ. Унта 8,5 процент спирт тата кофеин пур. Материалсене ЧР ШӖМне ярса панӑ. Вӗсене административлӑ явап тыттарма пултарӗҫ.

Саккунпа килӗшӳллӗн, утӑн 1-мӗшӗнчен 1,2-9% процентлӑ шӗвексене, кофеин кӗрекенскерсене, сутма чарнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри хисепе тивӗҫ ҫемьесене «Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» орденпа наградӑласси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал кӑна унпа 11 ҫемьене чысланӑ. 2010–2014 ҫулсенче унпа нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакан 89 мӑшӑра хавхалантарнӑ. Кунсӑр пуҫне «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чыслаҫҫӗ. Вӑл наградӑна ҫичӗ ҫемье тивӗҫнӗ, «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне — 11 мӑшӑр.

«Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» медале утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Ҫак хисепе тӗп хулара пурӑнакан Красномир Афанасьевичпа Анна Николаевна Харитоновсем тивӗҫнӗ. Ҫу уйӑхӗнче кил хуҫи арӑмӗ, Анна Николаевна, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов патне йышӑнӑва пынӑ. Унта вӑл вӗсене, упӑшкипе иккӗшне, юратупа шанчӑклӑхшӑн медальпе наградӑлама ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Харитоновсем пӗр ҫемьене тӗвӗленни 56 ҫул та ҫитнӗ иккен. Вӗсем «социаллӑ яваплӑ ҫемье пулнине, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытнине, ҫемье институтне ҫирӗплетме тӗслӗх кӑтартнине» кура парламент спикерӗ асӑннӑ ҫемьене медальпе наградӑлас ыйтӑва пӑхса тухма Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров ячӗпе ҫырма хушнӑ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

«Росгосстрах» тулли мар яваплӑ обществӑн Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫине нумаях пулмасть 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫакна вӑл прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ.

Шупашкар хулин Мускав район прокуратурине автомашина хуҫисем, пурӗ виҫӗ ҫын, пулӑшу ыйтма пынӑ. Надзор органне вӗсем асӑннӑ обществӑн филиалӗнче тата филиалӑн «Мускав» тата «Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ» страхлакан пайӗсенче транспорт хатӗрӗсен гражданла яваплӑхне страхлас, тепӗр майлӑ каласан ОСАГО полисӗ илес тесен ҫынсене пурнӑҫа та страхлама хистени пирки евитленӗ. Ҫынсен ҫӑхавӗ тӑрӑх прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ те автомашина хуҫисем тӗрӗс пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккун вара пӗр пулӑшу кӳнӗ чух тепӗр пулӑшу сӗнме чарать.

Саккуна пӑхӑнса ӗҫлеменшӗн филиал пуҫлӑхне икӗ кӑлтӑкшӑн пурӗ 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Пӗри 50 пине кайса ларнине пӗлтерет ӗнтӗ ку. Административлӑ тепӗр ӗҫе те ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла.

 

Культура

Шупашкарти Мускав районӗнчи пӗр ҫурт подъезчӗ ӳнер галерейине ҫаврӑнма пуҫланӑ. Унта виҫӗ подъездра картинӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсене паллӑ вырӑс ӳнерҫисен репродукцийӗсемпе илемлетнӗ.

«Ача-пӑча сӑнӗсем» ҫӗнӗ курав валли картинӑсене «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗн специалисчӗсем «Картинӑсем — кашни киле» проектпа килӗшӳллӗн суйланӑ.

Проект «Вырӑс ӳнерӗн шедеврӗсем» куравран 2012 ҫултанпа старт илнӗ. Пӗрремӗш подъездра пурӑнакансем Виктор Васнецовӑн «Богатыри», Василий Суриковӑн «Переход Суворова через Альпы», Иван Шишкинӑн «Утро в сосновом бору» тата ыттисен картинисене курма пултарнӑ.

Иккӗмӗш подъездри ӗҫсене «Борис Кустодиев пултарулӑхне» халалланӑ. «Ача-пӑча сӑнӗсем» куравра вара Федот Сычков, Николай Богданов-Бельский, Константин Маковский тата ыттисен ӗҫӗсем пур.

Ҫуртра пурӑнакансем картинӑсемпе ылмашӑнаҫҫӗ, ҫапла вӗсем подъездра чылай ӗҫпе паллашаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗнче чи лайӑх суд приставӗсене палӑртнӑ. Конкурс тӑватӑ енпе иртнӗ: «Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Шырав ирттерекен чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Судра ҫирӗплетнӗ йӗркене тытса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Чи лайӑх дознаватель».

Конкурса хутшӑнакансене 2014 ҫул кӑтартӑвӗ тӑрӑх хакланӑ. Вӗсен ҫулталӑкран кая мар ӗҫ стажӗ кирлӗ пулнӑ. Дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнисен те конкурса хутшӑнма май килмен.

Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи суд приставӗсен пайӗн приставӗ Александр Герасимов «Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ» ята тивӗҫнӗ. Улатӑрти Александр Балкаев — «Шырав ирттерекен чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», Комсомольскинчи Владимир Калашников — «Судра ҫирӗплетнӗ йӗркене тытса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», Улатӑрти Станислав Абаренов — «Чи лайӑх дознаватель».

Ҫӗнтерӳҫӗсен Кировра иртекен ҫавӑн евӗр конкурсра Атӑлҫи федераци округра мала тухассишӗн ӑмӑртма тивӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ